Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫулталӑк ярӑмӗ

Ҫулталӑк "ҫул" тата "талӑк" сӑмахсенчен тӑрать. "Ҫул" ҫӳремелли ҫула пӗлтерет. "Талӑк" сӑмах "талкӑш" сӑмаха ҫывӑх: ут, васка, таврӑн тенине ӑнлантарать.
Ҫулталӑкра ҫултан-ҫул пӗр курӑмлӑ пулӑмсем — хӗл, ҫур, ҫу, кӗр вӑхӑчӗсем.
Ҫулталӑк ҫулне, кунне, вӑхӑтне пӗлӳҫӗсемпе ӑрӑмҫӑсем, ватӑсемпе юмӑҫсем сӑнанӑ. Ҫулталӑк кунӗсене каҫхи уйӑх тӑрӑх, кунри хӗвел тӑрӑх шутланӑ.
Ҫулталӑкра уйӑх 12 хут пулса-тулса пӗтет. Ҫав вӑхӑтра 354 кун иртет. Хӗвел пӗр пек мӗлке йӑвантаракан тӗле /21.03 е 23.09/ 365 1/4 кун хушшинче таврӑнса ҫитет. Хӗвел тӑрӑх, ҫулталӑкра 365 1/4 кун шутланать. Уйӑхпа хӗвел ҫулталӑкӗсем 11 кунпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Ӑсчахсем ку ҫухатӑва йӗркелес тесе 2-3 ҫулта вун виҫҫӗмӗш уйӑха ҫулталӑк ярӑмне кӗртеҫҫӗ.
Паянхи кун уйӑх тӑрӑх шутлакан календарьсемпе пурӑнакан патшалӑхсем: Китай, Израиль тата мӑсӑльман тӗнне йышӑннисем. Ҫулталӑкри кунсен шучӗсене ҫухатас мар тесе 19 ҫул хушшинчи ҫул — 13 уйӑхлӑ, 12 ҫул — 12 уйӑхлӑ ҫулталӑк йӗркине тытса пыраҫҫӗ.
Чӑвашсен авал уйӑх тӑрӑх шутлакан ҫулталӑкӑн йӗрки ҫапла пулнӑ.
Ӑсчахсем 3, 6, 8, 11, 14, 16, 19 ҫулсенче 12 уйӑх хыҫҫӑн кӗҫӗн кӑрлач уйӑхне, 13 уйӑха шута кӗртнӗ. Ҫакӑн пек ҫулталӑкра хӗл уйӑхӗсем ҫиччӗ, ҫу уйӑхӗсем улттӑ пулнӑ.
Ҫулталӑка пуш уйӑхӗнчен шутлама пуҫланӑ. Ҫулталӑк кунпа ҫӗр танлашнӑ эрнере, ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун, тунти кунран пуҫланнӑ. Эрнере 5 кун пулнӑ — ку алӑри 5 пӳрнерен килнӗ. 12 уйӑхлӑ ҫулталӑкра /354 кун/ пилӗк кунлӑ 71 эрне е 13 уйӑхлӑ ҫулталӑкра /385/ 77 эрне пулнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул эрнинчи юн кунра Мӑн куна уявланӑ, чӳкленӗ. Вут чӗртсе ҫунтарса асӑннӑ. Вутӑ ҫине ҫулталӑкри кунсене шутлакан ярӑм пушшине пӑрахса ҫунтарнӑ. Ҫӗнӗ ярӑм пушшине ҫыхнӑ. Ҫӗнӗ ҫулӑн кунне ҫыхса шутла пуҫланӑ. Уявне Нартухан уявӗ тесе те каланӑ. Вутне пуши вучӗ тенӗ.

Ҫулталӑк ярӑмӗ

Ас тутару
1. Календаре паянхи куна йышӑннӑ уйӑхсен йӗркипе хатӗрленӗ.
2. Раҫҫейре икӗ календарь:
1/ патшалӑх йышӑннӑ календарь;
2/ чиркӳ календарӗ.
Кунсене 13 куна хӑварса шутлаҫҫӗ.
Мӑнкун, Ҫимӗк, Ҫӑварни уявӗсене уйӑх календарӗ тӑрӑх ирттереҫҫӗ.
3. Чӑваш ярӑмӗнчи уявсем, йӑла йӗркисем уйӑх тӑрӑх пулса иртнӗ. Халӗ те ҫаплах.

Усӑ курнӑ литература

1. Ашмарин Н.И. Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки. Словарь. Т. 17.
2. Времена года. Православный народный календарь. /Сост. В.Соколовский, Урал-пресс. - 1992.
3. Димитриев В.Д. Чувашский календарь и метрология. Шупашкар, 1982.
4. Климшин И.А. Календарь и Хронология. Наука. М., 1990.
5. Куликов С. Нить времен. Малая энциклопедия календаря. Наука. М., 1991.
6. Мифы народов мира. М. Сов. Энциклопедия в 2 томах.
7. Николаев Н., Харлампиев В. Звездочеты древности. М., 1991 г.
8. Православный календарь. /Сост. Б.Рожковский, Владис. - Ростов, 2001.
9. Религии мира. Энциклопедия в 2-х томах. Москва. Аванта, 1996 г.
10. Романов Н.Р. Чувашский народный календарь; Ученые записки. Чув. НИИ ЭЛ. Вып 21. - Шупашкар, 1962.
11. Стрижев А.Н. Календарь русской природы. - М. 1972.


 
Категорисем: Ҫулталӑк ярӑмӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-08 14:26:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11607 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем